Хĕл килĕ ǎçта?

Гордеева Светлана Денисовна

– Пур хĕлĕн те килĕ, –

Пĕлтерчĕ анне. –

Юр-пăр ăна кирлĕ

Витме керменне.

 

Çут кĕмĕл илет те

Тĕрлет кантăка,

Парнеллĕ килет те

Шаккать алăка.

 

– Анне, çав тĕрленĕ

Хитре чечексем –

Сив хĕл парнеленĕ

Эрешлĕ илем.

 

Нимле Хĕл Мучи те

Кĕмест çын патне.

Сухал çыпăçтарчĕ

Тин çеç асатте.

 

Çĕн çул кучченеçĕ

Çав «Хĕл Мучирен»

Ирччен асаннеçĕм

Хурать ерипен.

 

Анне ĕненмешкĕн

Сĕнет пурпĕрех:

– Пире тĕлĕнтермĕш

Кирлех, – тет, – кирлех.

 

Ан тив, шанчăк ырă,

Чипер пирĕшти

Пекех çумăн пытăр

Ваттин те вĕттин.

 

Пĕччен питĕ йывăр

Пире тĕнчере.

Эппин, шанчăк упрăр

Ялан чĕрере.