Хĕл илемĕ

Кадкин Лев Кириллович

Витĕр шăннă кантăк,
Шăннă ял, вăрман.
Сивĕре Полкан та
Вĕреймест ян-ян!
Пралука пас витнĕ.
Шăп-ха, çил тухман.
Тӳпенех çĕкленнĕ
Тĕтĕм – шур сукмак.
Çунă тейĕн çăлтăр
Çĕр каçипеле.
Шывланать куç йăлтăр
Юр çутипеле.
Шăплăхра сас пачĕ
Сăнчăрлă патьен.
Ыйхăран вăранчĕ
Савнă тăван ен.