Хăйăр çинче

Галкин Александр Алексеевич
Килнӗ-тӑкнӑ урама,
Сарӑ хӑйӑр пӗр купа!
Питӗ селӗм выляма
Ун çинче халь ушкӑнпа.

Ак, Тимур,
Кунтах Якур,
Ваçукпа Куçук та пур…
Кӗр-кӗрлетпӗр иртенпех –
Ҫитрӗмӗр машшинсемпех.

Пӗрисем хыватпӑр çул
Турттаратпӑр хӑйӑр, чул…
Теприсем кӗпер тума
Хатӗрлеççӗ чус-хӑма.

Пикенсех ӗçлет Марук…
– Ҫитӗ, чарӑн! – тет Варук. –
Тулчӗ-çке машшин – каяр,
Чул вӑл йывӑр – çӑмӑл мар.

– Эй, çул пар-ха хӑвӑртрах?!
Тет Якурӗ – Тимура
Мӗн ара чарса тӑратӑн,
Эп васкап –çке – куран-тӑр?
Пӑрӑхсем пушатмалла,
Тепӗр рейс ман тумалла!

– Килӗр-ха кунта, атьсемӗр,
Пулӑшӑр мана, туссемӗр?!
Ниепле те тухма çук,
Лакса лартӑм! – тет Куçук.

Кирлӗ пулӑшу, паллах.
Трактора хай хӑвартрах
Ҫавӑрап та эп калле
Вӗçтереп ун патнелле.

Меллӗн çаклатса илсе,
Кӑларатӑп сӗтӗрсе
Ҫул çине ун машшинне, –
Ӑс паратӑп кӑшт хӑйне:

– Машинпа, – теп, – ан выля,
Пул йӗркеллӗ унпала!
Унсӑр техника тени
Час ванать вӑл, пӗлетни?

Ӗç вӗрет…
Кӗрлет машин…
Ӳкнӗ чӑм шыва кашни.
Экскаватӑрсем шавлаççӗ –
Ӳпенсех канав чаваççӗ…

Вӑрӑм майлӑ крансемпе,
Вӗçӗ-вӗçӗн, йӗркипе
Пӑрӑхсем хурса пыратпӑр –
Газ кӗртешӗн хыпӑнатпӑр…

Ҫӑмӑл мар кунта ӗçсем –
Пурпӗр пит хавас чунсем!