Кентти пичче кǎвакалĕсем

Ижендей Николай Петрович

    

 

Пирӗн кӳршӗре Кентти пичче пурӑнать. Ялта ӑна Кентти сунарҫӑ теҫҫӗ. Чӑннипе, ҫут ҫанталӑк тусӗ вӑл. Ĕненместӗр-и? Ун ҫинчен каласа парам-ха эппин.

Ял хыҫӗнчи ҫырмана кам ишӗлми турӗ? Кентти пичче! Тайлӑмне йывӑҫ лартса тухрӗ те, ҫыран ҫирӗпленчӗ, ишӗлми пулчӗ.

Ял ачисене кам сунар халапӗ каласа парать? Каллех Кентти пичче! Хам та пайтах итленӗ вӑл каласа панине. Чавса тӑршшех тыттарать. Çапах сунара кайсан тилӗ е мулкач ҫаклатмасӑр таврӑнмасть хӑй.

Пӗррехинче эпӗ унран питӗ тӗлӗнтӗм. Сунартан тупӑшсӑрах таврӑнчӗ. Кӑвакал та пулин пиҫиххинчен ҫакӑнса тӑмасть. Аллинче пӗчӗк карҫинкка кӑна. Ыйтмасӑр чӑтаймарӑм:

- Кентти пичче, паянхи сунар ӑнӑҫсӑр пулчӗ-им?

- Петюк, паянхи сунар пуринчен те ӑнӑҫли, - шухӑшлӑн пӗлтерчӗ вӑл. - Тӑлӑхсене ҫӑлтӑм. Пурӑнсан курӑн-ха.

Эпӗ нимӗн те ӑнланмарӑм. Çапах та тем вахӑтран кӳршӗсен картишӗнчен чӑпар чӑх кӑлӑкласа тухнине куртӑм. Пӗр пуслӑх чӗпӗ ертнӗ хӑй. Хаваслӑ йыш кӳлӗ хӗррине анчӗ. Тӗмпӗл-тӗмпӗл тӗрӗллӗ чӗпсем пӗрин хыҫҫӑн тепри шыва сикрӗҫ, чӑмпӑлтатма пуҫларӗҫ.

Эпӗ Кентти пичче патне чупрӑм.

- Инкек, - тетӗп, - чӗпсем шыва ӳкрӗҫ, ҫӑласчӗ.

Кентти пичче уншӑн пӗрре те кулянмарӗ.

- Кӑвакал шыва юратать. Халех вӗсене хӑвӑлахра йӑва туса паратӑп. Пурӑнччӑр, - терӗ.

Ак япала! Тинех тавҫӑрса илтӗм. Кентти пичче сунара кӑвакал тытма мар, браконьерсен сӑтӑрла ӗҫне тӳрлетме кайнӑ иккен. Тӑлӑха юлнӑ кӑвакал ҫӑмартисене пухса килнӗ те чӑх йӑвине хурса панӑ. Акӑ ӑҫтан тупӑннӑ тӗмпӗл-тӗмпӗл йӑрӑмлӑ йӑра чӗпсем.

Кӗр енне кӑвакал чӗпписем ҫитӗнчӗҫ. Кӑлӑк чӑхӑ та вӗсенчен уйралчӗ. Каҫсерен шӑнтма пуҫларӗ. Пӗррехинче шкула кайма тухнӑччӗ. Пӑхатӑп: Кентти пичче кӑвакалӗсем тӳпенелле вӗҫсе хӑпарчӗҫ те кӑнтӑралла карталанса вӗҫекен кӑвакал ушкӑнӗпе пӗрлешрӗҫ.

Эпӗ каллех кӳрше чупрӑм.

- Кентти пичче, инкек! Кӑвакалсем вӗҫсе кайма хатӗрленеҫҫӗ! - пӗлтертӗм пашка-пашка.

Паллӑ сунарҫӑ вӗсене чарас тесе вырӑнтан та хускалмарӗ:

- Кайӗҫин. Телейлӗ ҫул сунатӑп. Çуркунне хӑйсемех килеҫҫӗ.

Кайӑк кӑвакалсене сунарҫӑ мӗншӗн ирӗке янӑ-ши? Тавҫӑртӑр-и, ачасем?