Кая юлсан

Гордеева Светлана Денисовна

Петĕр шкула хатĕрленчĕ.

Питне çурĕ, тирпейленчĕ,

Питĕ хăвăрт тумланса

Пăтă çирĕ васкаса –

Çитрĕ урока юлса.

 

Мĕншĕн-ха ĕлкĕреймерĕ?

 

Утнă май йăлт асăрхарĕ:

Кайăк вĕçнине сăнарĕ,

Йытă çурине сăйларĕ,

Кӳршипе те сăмахларĕ,

Вăхăчĕ вара – кĕтмерĕ.