КАШНИН ХǍЙĔН МУНЧИ

Кадкин Лев Кириллович

Тинĕс шывĕнче çителĕклех çăвăнса хăйăр çинче хĕртĕннĕ хыççăн юлташпа иксĕмĕр хуланалла çул тытрăмăр. Кăнтăрла иртнĕччĕ ĕнтĕ, анчах хĕвел анасси инçеччĕ-ха. Ǎшă тинĕс хăй чĕлхипе калаçса выртни, чарлансем чакăлтатни, кăнтăрти ем-ешĕл пахчасем, унти кайăксен юрри-кĕвви - çакă йăлт пире тĕлĕнмелле асамлă çĕршывăн ырлăхĕсем çинчен аса илтерсе тăратчĕ.

Кунта, тинĕс хĕрринче, тусанлă тăвăлсемпе ирхи çӳçенчĕк тĕтресем пулмаççĕ. Тавралăха кунĕпех вĕри хĕвел лăпкать, сиплĕ сывлăш çупăрлать. Куçа йăрăс кипариссем, улма-çырла йывăççисем, иçĕм сапакисем савăнтараççĕ. Пулаççĕ те иккен çĕр çинче çавăн пек çăтмах вырăнсем тесе киленсе пыратпăр эпир Крым çут çанталăкĕпе.

Çула кĕскетес тесе тӳрĕрен каякан сукмакпа утрăмăр. Вăл авкаланчăк, чăнкă, вырăнăн-вырăнăн утма кансĕрскер пулчĕ. Унашкал çулпа ту качакисем кăна çӳреççĕ пулас, çавăнпах-тăр ăна «качака çулĕ» тесе ят панă.

Пĕр çĕрте эпир чăнкă ту-чакăл умне пырса тухрăмăр. Çавăнта асăрхарăмăр та çак тĕлĕнтермĕш ÿкерчĕке: чуллă та хăйăрлă, ним те ÿсмен ту хысакĕ çумĕнче çерçи ушкăнĕ хыттăн чĕвĕлтетсе хĕвĕшет.

- Мĕн пулнă-ши вара ку çерçисене? - тĕлĕнет пĕрле утакан юлташăм.

Кайăксене шуйхăтас мар тесе эпир кăшт пăрăнарах тăтăмăр.             

- Çерçи ташши ташламалла выляççĕ пулас кусем, - терĕм эпĕ вĕсем сывлăшра пĕрре          çӳлелле, тепре аялалла сикнине сăнанă май.

Тимлесе пăхсан эпĕ çакна асăрхарăм: пĕр çерçийĕ, ту хысакĕ çумĕнче çакăнса тăнă пек çатăлтатаканскер, урипе те, çунаттипе те хайхи ту хысакне чава-чава илет. Хăйăрлă та вак чуллă тăпра тĕпрене-тĕпрене, тусанланса-мăкăрланса аялалла вĕçет.

Ытти çерçисем вара тĕкĕсене тăратса, шавлăн чĕриклетсе çав чуллă-хăйăрлă çĕр юхăмĕнче май килнĕ таран ытларах тытăнса тăма тăрăшса хĕвĕшеççĕ. Юхăмĕ пысăках мар пирки çерçисене ун айне лекме йывăр, анчах кайăксем хăнăхса çитнĕ, хăйăр вĕсем çине пур енчен те тăкăнать. Тата эп çакна лайах асăрхарăм: çӳлĕрехрен тăпра тăкакан çерçи хăй тӳпине татса юхăм айне чăмсанах ун вырăнне çав самантрах тепри йышăнать. Çапла вара çĕрĕ тăкăнсах тăрать, ыттисем аяларахра чĕвĕлтетеççĕ. Хĕрсе кайсах тăрăшаканскерсем пире асăрхамарĕç те пулас. Вăйă тупсăмне тавçăрса илейменнипе эпĕ юлташран ыйтрăм:

- Мĕне пĕлтерет-ши ку çерçи вăййи?

- Çăвăнаççĕ вĕсем, - терĕ вăл. - Ўт-пӳтаса мар чухне çапларах меслетпе мунча кĕреççĕ хайхискерсем.

Çак самантра те тасалса çитнипе, те пире асăрханипе - çерçисенчен тахăшĕ сасă пачĕ те - вĕсем пĕр харăссăн хускалса, ăмăртмалла чĕриклетсе йывăç тĕммисем хушшинче çухалчĕç.

- Мунча кĕрсе тухрĕç пулас, - терĕ ман юлташ.

Вара эпир хамăр мĕн курни çинчен калаçса ерипен малалла утрăмăр. Хама хам ӳпкелесе илтĕм: «Ара, эпĕ ял çынни вĕт, мĕнле тавçăрса илеймен-ха çерçи мунчи çинчен?» Çуллахи шăрăх кун çерçи кÿлленчĕкре çунаттипе шыва çÿлелле сирпĕтсе хăй ун айне тăнине сахал мар курнă-çке-ха эпĕ. Ик çунаттине сарса тусанпа сапăннине те сăнанă вĕт. Калăпăр, чăх шывран хăрать, анчах тусанпа е кĕлпе чип-чиперех тасалать. Çавă пулать те ĕнтĕ унăн мунчи. Çерçисем те çав мелпех усă кураççĕ. Хурсемпе кăвакалсен вара урăхларах мунча, вĕсем шывра çăвăнаççĕ, хăйсен тĕкĕсене унта тасатаççĕ.

Пĕринче, эпĕ ун чухне ачаччĕ-ха, кĕрхи вăрмана тĕтре карса илсен кураксем епле рехетленнине курса тĕлĕннĕччĕ. Пит нумаййăн ларатчĕç вĕсем йывăçсем çинче: пĕрисем çунаттисене сарса янă, сăмсисемпе ӳт-пĕвне тасатаççĕ, теприсем милĕкпе çапăннă пек хусканусем тăваççĕ, канлĕхлĕ сасăсем кăлараççĕ. Сывлăшĕ нӳрĕччĕ, çавна май эпĕ ăшă тăхăннăчĕ. Асатте манран кулать: «Ху салтак пуласшăн, тĕтререн хăратăн. Кураксем авă епле мунча кĕреççĕ, çăвăнса тасалаççĕ. Эсĕ вара шăнса хытăрканă». Çавăн чухне вăл мана кураксен мунчи пирки тĕплĕн каласа панăччĕ те.

Кайăксен пурнăçне тишкерӳллĕн пăхсан кашни кайăкăн хăйĕн мунчи пуррине чип-чиперех тавçăрса илме пулать.