Кашни пулăмăн хăйěн вăхăчě

Зотова Галина Вячеславовна

Пурăннă, тет, пěр ачаш арçын ача.

Яланах амăшне йăлăнтарма юратнă, тет. Çулла çитсен, «Хěлле хăçан çитет?», Хěлле: «Çулла хăçан ки-лет?».

Çутçанталăкăн кирек мěнле вăхăчě те виç кунтанах йăлăхтарать, тет ăна.

Кăшкăрса-йăлăнтарса уйрăмах Çуллапие тарăхтарсах çитерчě, тет.

-Манăн пур çěре те йěркипе çитмелле, пурин патěнче те хăнара пулса савăнтармалла, черетсěр сан пата килме манăн ирěк çук, пěр сана çеç хěпěртеттерме эсě патша мар, - ăнлантарать кăна Çуллапи.

Çук, ача хăйěннех перет, кашни уя тухса Çуллапине килме чěнсе кăшкăрать, çиллентерсех çитерчě, тет Çулла-пине. Кăна вěрентсе илме шутларě, тет, Çуллапи.

Хěвел анса ларчě, ача канлě ыйха путрě. Çуллапи унăи вырăнě патне çитсе тăчě, ачана çывăрма чăрмантарать, пěçертет, чěпěтет, тар кăларать. Çěр каçипех нушаланчě лешě, канлě çывăрасси пулмарě. Кунěпех ěнтёркесе çÿрерě, кунěпех пуçě кашларě.

- Кирлě мар мана Çуллапи, хěл пултăр, - тарăхса мăкăртатрě, тет, хайхи.

Тепěр каçхине ача кравачě патне Хěл Мучи çитсе тăчě. Темěн чухлě утиял айěнче те ачан ăшăнасси пулмарě, паллах, çывăрасси те.

Ачан амăшě, ывăлне ертсе, юмăçа çитсе килме шут-ларě, тет.

- Эсě çутçанталăк пулăмěсене çиллентернě. Кашни пулăмăн хăйěн вăхăчě. Çулла хыççăн кěркунне, унтан хěлле, унтан çуркунне, кайран каллех çулла çитет. Эсě вара вěсене кÿрентернě. Çутçанталăкăн йěркисене пăсма юра-масть, - ăнлантарчě юмăç ачана.

- Мěн тумалла?

- Çутçанталăк хуçи патне çитсе унран каçару ыйт-малла, тинех канлě ыйхă тупăн.

Çапла турěç те кусем. Çутçанталăк хуçине шыраса тупса, унран каçару ыйтрěç, ача хăй йăнăшне ăнланни çинчен пěлтерчě.

Тинех каçсерен чăрмантарма пăрахрěç, тет, шăрăх Çуллапипе хаяр Хěл Мучи. Тинех канлěн çывăрма пуçларě, тет, хайхи ача. Нăйкăшма та пăрахрě, тет.