Кашкăрпа путек

Яковлев Иван Яковлевич

    

Кашкăр пĕр путек çырма хĕрринче шыв ĕçнине курнă. Çак путеке ун пит тытса çиесси килсе каинă. Кăна ку ăçтан та пулин айăпласшăн кăшкăрса пăрахса калать:

- Эсĕ шыва пăтрататăн, мана ĕçме памастăн, - тет. Путекки калать:

- Ах, кашкăр, эпĕ шыва епле пăтратçм? Эпĕ санран анатарах тăратăп-çке, ĕçессе те тута вĕçĕпе анчах ĕçетĕп, - тет.

Кашкăрĕ калать:

Эппин тата мĕншĕн эсĕ иртнĕ çура манăн аттене темĕн те пĕр каласа пĕтертĕн? - тет.

Путекки калать:

- Кашкăр, вара иртнĕ çура эпĕ çуралайман та-çке, - тет.

Кашкăр çапла шалт çилленсе çитнĕ те каланă:

- Сана тавлашса çĕнтереймĕн, эпĕ халĕ выçă, çавăнпа çиетĕп ĕнтĕ сана, - тенĕ.