Кашкǎрпа пакша

Сарине Лидия Михайловна

 

КАШКĂРПА ПАКША.

Вылякансем:

Кашкăр, Пакша, Пакша çури.

 

Вăрманта. Пĕр çӳллĕ йывăç тăрринче Пакша мăйăр катса ларать. Мăйăрне катнă май вăл турат çинче ярăнать. Йывăç хăвăлĕнчен Пакша çури пăхса ларать, ăна амăшĕ мăйăр çитерет. Кĕçех унта выçă Кашкăр чупса пырать.

 

К а ш к ă р (çӳлелле пăхатъ, çиллес сасăпа):

Пакша, мĕн туса ларан?

Ха, улпут пек курăнан!

Эс унта мĕскер чăмлан?

Хырăм выçрĕ ман, ăнлан.

 

Пакша мăйăрне катма чарăнать. Çӳлтен аялалла Кашкăр çине тĕлĕннипе кан-н! пăхать.

 

П а к ш а.

Виçĕ ывăç майăр, кур!

Тата пĕ-ĕ-ĕчĕк ывăл пур.

Мăйăр çиме юратать,

Анчах шăлĕ тин шăтать.

 

К а ш к ă р (кăмăлсăррăн).

Хырăм питĕ выçрĕ ман,

Эпĕ кашкăр кашама-а-н!

 

Ку сăмахсене илтсен Пакша çăмламас хӳрине выляткаласа йĕкĕлтеме тытăнать.

 

П а к ш а.

Çапла пуль те... Мĕн тăвас?

Кунта кама айăплас?

Кам ĕçлемес çав çимест,

Ăна нимĕн те лекмест.

 

К а ш к ă р (тарăхса).

Апла мар. Мана – лекет!

Чăтма çук çиес килет.

Кур! Тăрап икĕ уран.

Хырăм пушă. Хăв куран.

 

П а к ш а.

Пуш хырăм вăл аван.

Кашкăр, эс пулман айван.

Ну, апла пулсан ташла,

Ташши пултăр чăвашла!

 

Пакша такмак калама тытăнсан Кашкăр лӳпперрĕн енчен енне тайкаланса чалт-чалт! сиккелеме тытăнать. Кăна курсан Пакша çури ахăлтатма пуçлать, Пакша хăй те кулса ярать. Кашкăр хăйĕнчен тăрăхланине сисет, ташлама чарăнать.

 

К а ш к ă р (хаяррăн).

Эпĕ сире култарам,

Халех туртса антарам!

Чăмласа çăвар тулли

Çăтса ярăп ним юлми!

 

Кашкăр йывăç вуллине силлеме пуçлать. Çакна курса Пакша çури сехĕрленсе ӳкет.

 

П а к ш а ç у р и.

Кашкăр пичче кăшкăрать!

Аннем, манăн чун хăрать.

Мăйăр çитерсен кăштах

Кашкăр пулĕ тен лăштах?

 

П а к ш а (çурине шăппăн лăплантаратъ ).

Хытă ан калаç, хуллен.

Выçă Кашкăр, ху пĕлен...

 

Кашкăр çăварне карса хуратъ, Пакша йывăç тăрринчен мăйăр хупписене пăрахать. Кашкăр çăварне мăйăр хуппи тулать.

 

К а ш к ă р (мăйăр хуппине çăварĕнчен кăларса пăрахатъ).

Хуппи ӳкрĕ, мăйăр – çук,

Çăвар карни усси çу-у-ук!

Пакша манран пĕчĕкрех,

Анчах... пурпĕр чеерех!

 

Кашкăр йывăç патĕнчен пăрăнса вăрманалла кĕрсе каять. Пакшапа çурийĕ турат çинче телейлĕн ярăнаççĕ, мăйăр катаççĕ.