Картишӗнче

Николаева Людмила Петровна

Пӗчӗк сарӑ чӗпӗсем
Ăмӑртса апат сӑхаççӗ.
Карта çинчи çерçисем
Ăмсанса çӳлтен пӑхаççӗ.

Çитерет сар чӗпсене
Тулӑ пӗрчи Улине, –
Хӑвалать çерçисене:
Ан хӑратӑр чӗпсене!

Чив-чив-чив-чив!
Пире, хӗрӗм, эс ан тив.
Хураллатпӑр хир эпир
Кашни кун та кашни ир.

Эппин, акӑ çийӗр тулӑ,
Чӗпсем пекех тутӑ пулӑр.