КАПǍР ТУМ ХАЛЬ ТǍХǍНАТПǍР

Сарби Раиса Васильевна

Тӗслӗх кӑтартсам, куян,

Курӑнар паян пуян,

Тӑхӑн капӑр кӗпеме

Уявра халь ҫўреме.

 

Тӗлӗнӗ атте-анне

Курсанах хӗр-куянне:

– Пирӗн килте пур иккен

Пит хитре куян-пике!

 

Ун валли принц тупмалла,

Лавккана васкамалла!..

Атте куян-принц туянӗ,

Савӑнӗ пике-куянӗ.

 

Тяппипе принц пуҫран шӑлӗ –

Тӑхӑнтарӗ пуҫ кӑшӑлӗ:

– Эс – ҫураҫнӑ хӗрӗм, – тейӗ,

Хӗр-куянӑм хӗпӗртейӗ.

 

Куян туйӗ чаплӑ кӗрлӗ,

Пит нумай куян-тус вӗрлӗ –

Пӑхӗҫ ман куян ҫине.

Сӑнӗҫ мана – хуҫине.