Капӑр Натали

Ялгир Петр Алексеевич


    

СОДЕРЖАНИЕ

 

Капăр Натали

Тамара аптăрарĕ

Суеç пĕлмен Хĕветĕр

Наян Иван

Çĕнĕ тетрадь

Тăрнаккай

Пуçтарусăр Уçăп

Урокра

Вăл лашапа инçе каяймăн

Тимсĕр Униççе

Темшĕн писрĕç

Намăс мар-ши?

Сулхăна юратакан

 

Капăр Натали

 

Ирхине тăрсассăн

Тĕкĕр вăл тытать,

Хăй сăнне хавассăн

Ун çинче курать.

 

Ай, хитре-çке эпĕ,

Хĕрача шутлать,

Хăй татах илемлĕ

Пулма тăрăшать.

 

Кăшт канашласассăн

Çутă тĕкĕрпе,

Хывăнать вăш-вашшăн

Ун çинчи кĕпе.

 

Килĕшмест мана, –тет, –

Ку кĕпе паян. –

Çĕн тум тăхăнать те

Тин шкула каять.

 

Урока ларсассăн

Чунĕ кăрт! тăвать,

Вăрттăн сывлать ассăн –

Ыйтасран хăрать!

 

«Иккĕ» вăл туянчĕ

Класра пĕчченех.

Ун çинчен хăй манчĕ

Киле çитсенех.

 

Ĕнене шыв парччĕ, –

Амăш ĕç хушать.

Пуç ман ыратать-çке ,–

Пĕчĕк хĕр суять.

 

Вăл ыйтать мăнаçлăн

Япшарланмалли.

Ахаль мар калаç çав:

«Капăр Натали».

 

Тамара аптăрарĕ

 

Урока пĕрре Тамара

Хатĕрленчĕ пит аван.

Анчах темшĕн-çке ыйтмарĕ

Павел Павлович унран.

Кăлăхах-çке эп тăрмашрăм, –

Терĕ те вăл ун чухне,

Урок хыççăн шав алхасрĕ

Урамра мĕн каçченех.

Ансăртран учитель ыйтрĕ

Шăп унран тепĕр кунне;

Хĕрхенмерĕ, «иккĕ» лартрĕ,

Хурлантарчĕ хĕр чунне.

Хĕрача шалт аптăрарĕ:

«Ентĕ мĕн-ха тумалла?

Кулленех, – тет, – çӳрес мар-и

Хатĕр урокпа шкула?»

 

Суеç Унеç

 

Унеç Комарова, –

Учитель чĕнет. –

Урок каламашкăн

Сан çитрĕ черет.

 

Хĕрелчĕ  палан  пек

Сăн-пичĕ ачан.

Мĕскер тăвас? Ним те

Килте вуламан.

 

Нимскер те чĕнмесĕр

Вăл тăчĕ пĕркас.

Пĕлместĕп, – темешкĕн

Чĕлхи çаврăнмасть.

 

Унччен те пулмарĕ,

Сăлтав тупăнать.

Унеç мăкăртатрĕ:

Ман пуç ыратать...

 

Учитель шеллерĕ те –

Сĕнчĕ ларма.

Анчах Унеç чунĕ

Пĕлмест  лăпланма...

Çывăрмасть Хĕветĕр

Çывăра пĕлмен Хĕветĕр

 

Килте каçсерен,

Ыйхă вĕçнĕ евĕр

Ларать темĕнччен

 

Вăл пĕр чарăнмасăр

Шав вулать, вулать,

Пăртакран пăхмасăр

Калама пуçлать.

 

Урока вĕрентĕм, –

Тет вара хĕрсех. –

Кĕнекери евĕр

Юхĕç сăмахсем.

 

Урокра темскершĕн

«Паттăр» такăнать...

Чухлăр-ха, вăл мĕншĕн

«Иккĕ» туянать.