Капăр канфет

Зотова Галина Вячеславовна

Пĕр лавккара çăкăр, пĕремĕк тата канфет тĕл пулчĕç тет. — Эпĕ пуринчен те чиперри, — мухтанать канфет. — Пăхăр-ха ман çине, епле хитре ман кĕпе, йăлтăр-ялтăр çиçсе çеç тăрать. Эпĕ тата пуринчен те тутли! — тет. Эпĕ те тутлă,  — сăмах хушмасăр чăтаймасть тет çăкăр. — Мана тин  çеç кăмакаран  пĕçерсе кăларнă.

Эпĕ те тутлă, — тет пĕремĕк те.

Эпĕ пур пĕр кунта чи тутли, чи чиперри те чи хакли!.. — хăйённех перет канфет.

Çапла чылай тавлашаççĕ вĕсем, вĕçне-хĕрне тухаймаççĕ.

Ирхине лавккана пĕр кинемей килсе çăкăр туянчĕ тет.

—Куртăн-и, — тёксе илчĕ тет çăкăр пылак çимĕçе, — эпĕ пурин- чен те тутлăрах  пултăм,  çавăнпа илчĕ те мана кинемей, — терĕ тет.

Кăшт тăрсан лавккана хĕр ача кĕчĕ тет те:

Мана кукамай пĕремĕк илсе килме  хушрĕ, — тесе  пёр  хутаç пĕремёк туянса кайрё тет.

Эпĕ те санран тутлă пултăм, — тесе кÿрентерсе хăварчĕ тет пĕремĕк канфета.

Канфет вара:

—Нимĕн те ăнланаймастăп, эпĕ кунта чи чиперри, чи пылакки те чи тутли. Çитменнине тата, чи хакли, çапах мана туянакан çук,  — тесе тёлĕнет тет.

Выртать-выртать тет çапла канфет лавккара, хăйне хаклăран çынсем  туянма пултарайманнине ниепле те ăнланаймасть тет.