Кантăр кĕпи

Народное творчество

    

Пĕр çамрăк арăмăн упăшки вилнĕ пулнă. Ун патне усал пыма вĕреннĕ. Çак арăм унран ниепле те тасалаймасть. Пĕри ăна:

Эсĕ шав кантăр кĕпи çак алăк çине, усал ан кĕрейтĕр,— тесе калать тет.

Хĕрарăм кантăр пир кĕпи çĕлерĕ тет те алăкĕ çине çакса ячĕ тет. Усалĕ пычĕ тет. Кантăр кĕпи:

Чим-ха, ан кĕр-ха,— тет,— хам ĕмĕрте мĕн курнине каласа

кăтартам,— тет.

Усалĕ:

- Кала эппин,— тет.       

- Эпĕ хам ĕмĕрте пит нумай курнă,— тет кĕпи.— Мана акиччен  çĕре сухалаççĕ,  сÿреççĕ,  вара  мана  акаççĕ.   Ик-виç  кунтан сÿрепе тавăраççĕ. Эпĕ шăтса тухатăп,   ÿсетĕп.   Ман   çинче   пуса   пулать.

- Кĕрт ĕнтĕ,— тет усал.      

- Чим-ха, каласа пĕтерем-ха,— тет кĕпи.— Пусине  ман çинчен уйăрса илеççĕ, вара эпĕ пулса çитетĕп те, мана тĕппе вăяççĕ —татаççĕ-тăпăлтараççĕ, унтан кута татаççĕ.

- Ну, кĕрт ĕнтĕ,— тет усалĕ.

- Чим-ха, каласа пĕтерем-ха,— тет кĕпи.— Унтан мана çапаççĕ, ман вăрра пухса илеççĕ.        

- Ну, кĕрт ĕнтĕ,— тет усал.

- Чим-ха, каласа пĕтерем-ха,— тет кĕпи.

Кĕпи каласа пĕтереймест—автан авăтса ярать. Усал вăл каç арăм патне кĕреймесĕрех пăрахса каять.

Тепĕр каç хайхискер татах пычĕ тет. Кĕпи калать тет:

- Ман вăрра çапса тĕшĕлеççĕ, сăвăраççĕ, пухса хураççĕ, кантăрне уйрăм купалаççĕ те шыва кайса хутаçсĕ. Çапла мана виç эрне шывра вырттараççĕ.

- Ну, кĕрт ĕнтĕ,— тет усал.

-Чим-ха, каласа пĕтерем-ха,— тет кĕпи.— Виç эрнерен мана шывран кăлараççĕ те типĕтме тăратаççĕ.

- Ну, кĕрт ĕнтĕ! — тесе калать тет усалĕ.

- Чим-ха,  каласа  пĕтерем-ха,  хамăнне шăмма-шакка  мĕнле çĕмĕрнине каласа кăтартам,— тет   кĕпе.— Манне   пĕтĕм   шăмма-шакка çĕмĕрсе силлеççĕ, ÿте шăм-шакран тасатаççĕ. Унтан мана

килĕ çине хурса ниме ярса тăваттăн-пиллĕкĕн тĕвеççĕ,— тет.

- Кĕрт ĕнтĕ! — тет усал.

- Манран мĕн пур тусана тÿсе кăлараççĕ, таса ÿт анчах хăвараççĕ,— тет  кĕпи.— Тура  хуп  çине  çакса   мана  пĕрчĕн-пĕрчĕн

уйăрса, арласа манран çип тăваççĕ. Çиппине хутăр йывăççи çине хутăрса, унтан илсе шыв çине чиксе, çăра кĕлпеле чĕркесе хураççĕ, пур куç-пуçа хупăрлаççĕ, пур куçа кĕл тултараççĕ, нимĕн те

курмастăп.

- Кĕрт ĕнтĕ! — тет усал.

- Чим-ха, хам ĕмĕрте мĕн-мĕн курнине каласа пĕтерем-ха, — тет кĕпи. Татах кĕртмест кĕпи усала. Татах автан авăтса ярать.

Виççĕмĕш каç усал каллех пырать. Кĕпи малалла калать:

- Мана   вара  çуса  тасатаççĕ,   типĕтеççĕ,   çăмхалаççĕ  те   кĕр витĕр, хĕç витĕр кăлараççĕ. Пĕрчĕн-пĕрчĕн ывăтса манран пир тăваççĕ.

- Ну, кĕрт ĕнтĕ! — тет усал.

- Нумай мар ĕнтĕ, каласа пĕтерем,— тет кĕпи.— Кайран вара пирне шыва чиксе, кĕл çинче вĕретсе, урама шурă юр çине сарса шуратаççĕ, тăрă шывпа куçа тулнă кĕле тасатаççĕ. Татах мана тăваттăн тăрса тĕвеççĕ, çапаççĕ. Чĕркесе хураççĕ те унтан касса кĕпе çĕлеççĕ,— тет кăна кĕпи — автан авăтса та ярать.

Вара усал каллех кĕреймен, тарăхса пачах пăрахса кайнă. Çавăнтан вара арăм усалтан тасалнă тет.