Кампурпа Шарик

Зотова Галина Вячеславовна

Мăрккапа Кампур питě туслă пурăннă. Мăркка тирпейлěхшěн яваплă пулнă, апат-çимěç пěçернě, кăмака умěнче кăштăртатнă. Кампур ытларах кил таврашěнче еçленě, вут-шанкă хатěрленě, анкартине тытса тăнă.

Çуркунне çитсен, мăрккапа Кампур кайăксем валли йăвасем тума шутлаççě. Калаçнă - тунă. Кампур шăнкăрч вěлли хатěрлет, ăна тěрлě ĕрешсемпе илемлетет.

«Мăркка, эсě йывăç çине улăхма пултаратăн, хăпарса çак-ха çак вěллене пÿрт умěнче ÿсекен хурăн çине», - тет вăл Мăрккана.

Мăркка, килěшсе, хурăн çине улăхса каять. Йăпăряпăр вăшт кăна хурăн тăррине çитет, анчах та васканипе хăй те асăрхаймасть, шăнкăрч вěллине чěрнисем хушшинчен кăларса ÿкерет. Кампур шăпах çак вăхăтра хурăн айěнче пăхса тăрать-мěн.

Шăнкăрч вěлли, хурăн çинчен ÿксе, унăн пуçне самаях ыраттарать. Икě эрне вырăнпах выртма тивет мěскěн Кампурăн. Пěррехинче çаксем вăрмана çырлана каяççě.

Кампур Мăрккана хăйěнчен уйрăлма хушмасть, анчах та Мăркка, шăшисене хăваласа, лěпěшсем хыççăн чупса, часах çěтсе юлать. Эрне хушши вăрманта çěтсе çÿренě хыççăн аран-аран тăван килне çитет. Килне çитсе кěрет, пăхать -пÿрт тулли таса мар чашăк-тирěк, урайне те эрнипех çуман, Кампур хăй вырăнне те пуçтарман иккен. Тарăхсах каять Мăркка, Кампур çине çилленмеллипех çиллленет.

Çакăнтан пуçланса каять те Кампурпа Мăркка хушшинчи хирěçÿ.

Шăпах çавăнтанпа килештермеççě те йытăсемпе кушаксем.