Кампурпа мăркка

Зотова Галина Вячеславовна

Кампурпа Мăркка питĕ туслă пурăннă. Мăркка кил-çуртра ĕçленĕ: апат-çимĕç хатĕрле-нĕ, кăмака умĕнче тăрмашнă,

пÿрт-çурта тирпейленĕ. Кампурĕ ытларах пахчара, кил хушшинче йĕрке тунă, вут-шанкă хатёрленĕ.

Çуркунне çитсен вĕсем çапла кайăксем валли йăвасем туса хатĕр-леме шутлаççĕ. Килĕшнĕ — тунă. Кампурĕ шăнкăрч вĕлли тунă, ăна хитре эрешсемпе илемлетнĕ. Йăва хатĕр пулсан вăл кушака:

— Эсĕ, Мăркка, йывăç çине улăх-ма пултаратăн, хăпарса çак-ха çак вĕллене пÿрт умĕнчи хурăн çине, — тенĕ.

Мăркка килĕшнĕ, йăвана илсе йывăç çине йăпăр-япăр хăпарса кайнă. Хурăн тăррине вăл вăшт кăна улăхса çитнĕ. Анчах васка-нипе хăй те асăрхайман, шăнкăрч вĕлли унăн чĕрнисем хушшинчен шуса тухса аялалла ÿке панă. Кам-пурĕ çак самантра аялтан пăхса тăнă пулнă. Шăнкăрч вĕлли çÿлтен ÿксен шăпах йыттăн пуçĕ çине лекнĕ, ăна питё хытă ыраттарнă. Çавăн хыççăн мёскĕн Кампур икĕ эрне вырăнпах выртнă.

Кампур сывалса çитсен Мăрккапа иккёшĕ вĕсем пĕррехинче вăрмана каяççĕ тет. Йытти кушакне хăйĕн-чен уйрăлма хушмасть тет, анчах Мăркка шăшисене хăваласа тата лĕпĕшсем хыççăн чупса часах çухалса каять тет.

Кампурĕ вара киле пĕчченех тав-рăнать. Тепĕр эрнерен тин çётсе çÿресе ывăннă Мăркка киле çитет. Пÿртне кĕрсен пăхать — унта пур çĕрте те йĕркесёрлĕх: кашăк-ти-рĕке çуман, урайĕ таса мар, йытă хăй çывăрнă вырăнне те пуçтар-ман...

Тарăхсах каять Мăркка, çил-ленмеллипех  çилленет  Кампура.

Çакăнтан пуçланса каять те Кам-пурпа Мăркка хушшинчи хирĕçÿ.

Шăпах çавăнтанпа килёштер-меççĕ те ĕнтĕ пĕр-пĕрне йытăсемпе кушаксем.