Кампур пулăшăвĕ

Алексеев Осип Алексеевич

Ĕне куллен паракан сĕт-турăх апачĕ ачасене те, ватăсене те кирлĕ. Пасарта пушмак пăру туянтăм. Хакĕ − килĕшнĕ тăрăх: сĕт нумай паракан ĕне пулсан укçине тепĕр çулхи пасарта тата хушса пама сăмах патăм. Кўршĕ ялти хыçалти урамра пурăнакан Каçăр Çитăр çак сĕнўпе килĕшрĕ. Пĕрпĕрне пĕлмен çынсем мар, сунарта тăтăшах тĕл пулатпăр.

Тынашка апатне кура хĕл каçа лайăх çитĕнчĕ. Çанталăк ăшă еннелле сулăнчĕ. Çуркунне сар хĕвел кăвак тўперен ывăнми хĕртрĕ, шалкăм шыв-шур тапранчĕ. Пĕр кунхине те хамăн çурăм хыçне алă çитмен, те такам васкаса килкарти алăкне уçă хăварнă, Маруç урама тухса кайнă. Вăл юр ирĕлнĕ вырăнсенче чĕрĕлме тытăннă симĕс курăк çине васканă ĕнтĕ. Кўршĕри Кавĕрле йытти Кампурпа йĕри-тавра шыраман вырăн хăвармарăмăр. Вăл та ывăнма пуçларĕ. Хамăн юрать пĕççи вăрăм, аптрамастăп. Юлашкинчен Малти урам хыçĕнчи тарăн çырма-шырлана çитме шутларăм.

− Айта, Кампур, малта чуп, Маруç йĕрне шыра, − тетĕп. Йыттине хутран-ситрен ăсан какайĕпе хăналатăп. Вăл çавăншăн тав тăвасшăн, мана пулăшасшăн пулмалла. Хамран пĕр шит те юлмасть − çырмара çăлкуç тапса тăракан вырăна çитремĕр. Кампур теме сиснĕн нăйкăшса илчĕ те малалла чупса кайрĕ. Эпĕ те ун хыççăн вирхĕнтĕм. Пирĕн Маруç çырмари лачакана хырăм таран путса ларнă. Хăй пĕр каçрах начарланнă пек. Пилĕкри вĕрене салтрăм та пăрăва мăйран кăкарса сĕтĕрме тытăнтăм. Кампур − хўререн. «Э, капла май çук, − ăнкарса илтĕм, − эпĕ малалла туртатăп, йытă − хыçалалла. Капла пĕри пуçне, тепри хўрине татса пăрахăпăр».

− Тăхта, Кампур, – терĕм. − Маруç хырăмĕ айĕнчи пылчăка чавар, мана кĕмелĕх вырăн тăвар.

Иккĕн часах амбар айне кĕмелĕх пек шăтăк турăмăр. Пăру хырăмĕ айне кĕрсе тăтăм та ăна лачакаран йăтса кăлартăм.

Кўршĕпе лайăх пурăнсан кирлĕ чух унăн йытти те пулăшать çав.