Кам ҫăвать-ши ĕнене?


Николаева Людмила Петровна
Мунча хыççан пӗринче
Юля ыйтрӗ ашшӗнчен:
«Кам çӑвать-ши ӗнене,
çурӑмне, урисене?
Мана ак мунча тасатрӗ,
Милӗкпе аппаçӑм ҫапрӗ.
Супӑньленӗ мунчала
Сӑтӑрчӗ пите, алла.
Сӗркеленӗ чух пуçа
Хупса тӑтӑм эп куçа.
Кам çӑвать-ши ӗнене,
Хӳрине, мӑкла пуçне?»
Ашшӗ хуравлать çапла:
«Çӑвӑнать ӗне çулла,
Ăшӑ çумӑр айӗнче,
Сурӑм шывӗ хӗрринче».