Кам тупнӑ мана, анне?

Николаева Людмила Петровна

- Кам тупнӑ, анне, мана,-

Пӗлес терӗм эп ҫакна.

- Тӑрна парне вырӑнне

Илсе килчӗ ҫуркунне.

Илсе килчӗ кӑнтӑртан

Эпир хытӑ ыйтнӑран.

- Пит кичем пӗччен мана,

Йӑмӑк тупмӗ-ши тӑрна?

Шӑллӑм пулсан та аван -

Йышлă пултӑр пӗртӑван.

Анне пӑхрӗ йăл кулса:

- Юрӗ, ярӑпӑр ыйтса.

Ачи пултӑр сак тулли,

Телей пултӑр пӳрт тулли.