Кам-ши тĕттĕм пǎлтǎрта?

Гордеева Светлана Денисовна

Каç пулса тĕттĕмленсен

Куç курать хуллен-хуллен.

Акă пирĕн патăрта

Кам пытаннă пăлтăрта?

 

Крокодил шăвать пуль тен,

Ĕмĕлки, тен, упăтен?

Интереслĕ Вовăна –

Кайса пăхрĕ кухньăна.

 

Кам вара унта выртать,

Йытă евĕр туйăнать?

Илес килчĕ палласа,

Çутă çутрĕ васкаса.

 

Кухньăра вăл пĕр-пĕччен.

Анчăк мар, пушмак иккен.

Упăте çук пăлтăрта,

Кĕрĕк-çĕлĕк вырăнта.