КАМ ШӐТАРНӐ ХУРӐНА?

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Кам шăтарнă хурăна
Тӳсме йывар-мĕн ăна:
Юхса тăрать сĕткĕнĕ,
Çулçисем те хĕрелнĕ.

Хурăн хытă хурланать,
– Чăтма йывар – макăрать.
Хăçан суран тӳрленĕ,
Хăçан вăй-хал çĕкленĕ?

Çапла, пĕчĕк тусăмсем,
Макăраççĕ хурăнсем,
Хĕн-хур, инкек килсессĕн,
Ун хуппине чĕрсессĕн.