Кам?

Гордеева Светлана Денисовна

Пĕлĕтре кам пурăнать?

Тÿпере кам курăнать?

Кам пире çумăр парать?

Хĕвеле такам хуплать?

 

Миçе хут эп сăнаман –

Никама унта курман.

Тĕпчемешкĕн çывăхран

Кайăкла вĕçесчĕ ман.