КАХАЛПА ЮЛХАВ

      Ĕлĕк пĕр кахалпа юлхав пурăннă тет. Кахалĕ улма йывăççи айне кĕрсе выртнă тет те:
      – Ай-ай, манăн çăвара пĕрер улми татăлса ӳкинччĕ! – тесе выртать тет.
      – Епле ӳркенместĕн çак эсĕ çав сăмаха калама? – тесе калать тет юлхавĕ.