КАЙĂК ХУРСЕМ

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Тимуш тусăм, тухса кур:
Кикак-кикак кайăк хур
Вĕçсе иртет кăнтăртан,
Ӑшă шăрăх вырăнтан.

Пирĕн кайăк хурсене,
Хамăр çывăх туссене,
Савса кĕтсе илмелле,
Кайри – мала! темелле.

Хитре сасӑ – тӳпере,
Виçĕ ункă – пĕлĕтре.
Кикак-кикак кайăк хур
Тимуш, часрах тухса кур.