Качака таки

Азамат Светлана Васильевна

Вĕçкĕн качака таки

Тăрслаттарса ташланă,

Лачакана çакланнă.

Енчен енне сулăннă,

Кăтра пуçĕ усăннă.

Юркка кĕтӳ кĕтсе илнĕ,

Кăвак така курăнман,

Те кĕтӳрен çĕтсе юлнă? –

Йыхăрсан та сас паман.

Утар çырми шурлăхĕнче

Тăра парать чĕтресе,

Юркка ăна алă çинче

Йăтса килчĕ çĕклесе.

Тяпписене ăшă шывпа

Çуса ячĕ, типĕтрĕ,

Качакийĕ хăй путекне

Тăрантиччен ĕмĕртрě.

 

«Анне, текех сан çумăнтан

Ниçталла та хăпмастăп», –

Терĕ пулĕ мекеклетсе

Амăш çумне тĕршĕнсе.