Кǎвакал чĕпписен юрри

Сарби Раиса Васильевна

Нарт-нарт-нарт, нарт-нарт-нарт!

Шурӑмпуҫ шуралчӗ, нарт!

Ĕнтӗ вӑхӑт выляма,

Васкар халӗ урама.

 

Нарт-нарт-нарт, нарт-нарт-нарт!

Хаваспа утатпӑр, нарт!

Килтӗмӗр пӗве хӗрне,

Шыв сапатпӑр пӗр-пӗрне!

 

Нарт-нарт-нарт, нарт-нарт-нарт!

Ишнӗ май чӑматпӑр, нарт!

Выльӑпӑр пытанмалла,

Хўререн вӑшт тытмалла.

 

Нарт-нарт-нарт, нарт-нарт-нарт!

Каҫхи шуҫӑм ҫитрӗ, нарт!

Килелле халь каймалла,

Килӗпӗр ыран, калла!