Кăвакал чĕпписем

Галкин Александр Алексеевич
Тӗкӗр пек çиçет пӗве!
Ун çинче вылять хӗвел…
Йӳренсе те чӳхенсе,
Чӳхенсе те йӳренсе,
Ярӑнаççӗ чӗпӗсем…
Калӑн – сарӑ кӑпӑксем!