Кăвакал чĕппине çăлни

Алексеев Осип Алексеевич

Пирĕн ялта Мăн Çерем текен вырăн пур. Çеремĕ, çырма-çатра тăрăхĕнче вырнаçнă пулсан та, пысăк ял лаптăкĕ чухлех вырăн йышăнать. Атте-анне астăвасса, кунта çаран пулнă, курăкĕ çўллĕ çын пилĕкĕ, лутра çын чĕркуççийĕ таран ешернĕ. Кунти кўлле çуркунне − çурçĕрелле, кĕркунне кăнтăралла вĕçекен кайăк кăвакалсем канма, вăй хушма аннă, ывăнарах панисем хăмăш çыранлă кўлле çу каçа пурăнма та юлнă. Ял халăхĕ, эпĕ астăвасса, Мăн Çерем çине сăрт-тĕмескере юркайса пĕтсенех сарайĕнче-витере хĕл каçа пурăнса анлă анаçараншăн тунсăхланă-тĕмсĕлнĕ путек-сурăха илсе тухать. Ачи-пăчи чи малтан кунта çăпата салтса, пушмак-калуш хывса пўскелле выляса савăнать, кăвайт-вучах чĕртсе алхасать. Çу каçа тĕкĕр пек йăлтăртатса выртакан Кăвакал кўллинче халь шыв чўхенмест.

Çапла пĕррехинче, шăрăхра, сунара тухса кайрăм. Кўлĕ хĕррипе иртсе пыратăп. Шывра пĕр пуслăх кăвакал ишсе çўрет. Сунарçă çывхарнине сиссе амăшĕ чĕпписене хăмăш хушшине пытарчĕ. Пĕри вĕсенчен кўлĕ варрине тăрса юлчĕ. Хăвăр пĕлетĕр, вĕçен кайăксене эпĕ хамран та ытла юрататăп. «Ну, − тетĕп, − путать вĕт, çăлмалла». Хамăн çав вăхăтра шыв ĕçес килнипе пыр та типсе ларнăччĕ. Хамран çўллĕ, чĕркуççинчен лутра хăмăша сиркелесе çырана выртрăм та шыва лĕрплеттерсе ĕçме тытăнтăм. Ĕçрĕм, ĕçрĕм... Кўлĕри шыв пĕр витре чухлĕ чакрĕ, хырăм вуник витре кĕрекен пичке евĕр хăпарчĕ. Кўлĕ типмех пуçларĕ.

− Кăвакал чĕппине çăлмалли меслет тупрăм та, − савăнса кайрăм хам.

Кўлĕри шыва выртса ĕçетĕп те юнашар çырмана кайса хăсатăп, шыва выртса ĕçетĕп те − юнашар çырмана...

Çапла, çăпата çĕтĕлесрен ăна салтсах кунĕпе ĕçлерĕм. Каç енне кўлĕри шыв пысăк çын ури пусмалăх вырăнта çеç юлчĕ. Кăвакал чĕппине типпе кăлартăм.

Çавăнтанпа кўлĕре çулла, çуркуннене шута илмесен шыв тăми пулчĕ. Халĕ унта кайăк кăвакалсем канма анмаççĕ. Эпĕ хăйсене ырă тунине манчĕç-ши?