КӐВАКАЛ

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Нарт-нарт кăвакал
Шывра ишет,
Савăнать,
Ик çунатне шарт! çапать.

Нарт-нарт кăвакал
Кӳлле чăмать,
Çухалать,
Лăпкă шыва хумхатать.

Нарт-нарт кăвакал
Шывран тухать,
Савăнать,
Сар сăмсине пăркалать.

Нарт-нарт кăвакал
Чӗпписене йыхӑрать,
Киле ертсе таврӑнать.