Кǎвак çǎлкуç çĕршывĕнче

Васильева Наталья Александровна

    

Кăвак çăлкуç çĕршывĕ инçетри-инçетри çурçĕрте, сип-симĕс хыр-чăрăш вăрманĕсен хÿттинче, пытанса выртать. Сирень сукмак тăрăх утса çулçÿревçĕ кăвак çăлкуç пуçланакан вырăна çитет. Çăлкуçри шыв яланах тăп-тăрă та таса, сивĕ. Вăл хĕлле те пăрланса лармасть, ывăннă çулçÿревçĕ кирек хăçан та ăна ĕçсе ăшне кантарма пултарать, çак çĕршывăн ырă кăмăллă çыннисем ăна апат çитерĕç, çывăрма вырттарĕç. Сăрт çинчи йывăçсем сăрă кăвак мăкпа витĕннĕ. Мĕн тери шăплăх кунта. Çак шăплăхра хăв утнă сасă та йывăр чул кĕмсĕртетсе ÿкнĕн илтĕнет. Çĕршыв пат-шин - Кăвак сăрăн - керменĕ хĕрлĕ кăвак пĕлĕтсем хушшипе кăшт çеç курăнать.

 

Хĕл кунта хуçаланать ялан.

Пĕтĕмпех витет вăл юрпалан:

Шап-шурах çуртсем те çулĕсем,

Шурă хÿмесем, хунарĕсем.

Ыйхăланă шăплăхри вăрман

Кăвак, шурă, кĕмĕл чĕнтĕр витĕннĕ,

Хырĕсем çÿле кармашнăн çитĕннĕ.

 

Çак илемлĕ çĕршывра пулса курнă хыççăн эпĕ часрах киле васкарăм. Мĕн курни-илтнине манăн хăвăртрах çырса, ÿкерсе хăварас, çулçÿревре тунă этюдсемпе туссене паллаштарас килчĕ.