КĂВАЙТ УМĔНЧЕ
Юрӑ пуçлакан: Ешӗл улӑх йӑлӑмра
Унта кӑвайт чӗртрӗмӗр.
Лагерӗпех пухӑнса,
Вӑй выляма килтӗмӗр.
Хор: Вучӗ çунса тӑнӑ май
Кӑвайт хурсах пырӑпӑр.
Юрлаканӗ юрлӑпӑр,
Ташлаканӗ ташлӑпӑр.
Пӗрремӗш ушкӑн: Туслӑ-çке ялан эпир,
Выля, савӑн, шкул ачи!
Кам-та пулин пирӗнтен
Савӑнмасӑр юлать-и?
Пурте харӑс, Ҫук! Ҫук! Юлас çук!
кӑшкӑрса: Юрламасӑр юлас çук!
Лагерьти вӑйӑсене
Хутшӑнмасӑр тӑрас çук.
Ҫук! Ҫук! Юлас çук,
Ӳркенӳллӗ пулас çук.
Эпир вӗренӳре те
Кая юлса пырас çук!
Юрӑ пуçлакан Хӑйӑр çинче выляма
е 1-мӗш ушкӑн: Пит килӗшет вӗт-шака.
Ҫутӑ хӗвел, ӑш хӗвел
Ҫирӗплетет шӑм-шака.
2 мӗш ушкӑн: Вӑрманӗ те утӑмрах,
Улӑхӗ те умӑнтах.
Ушкӑнӗпех тухрӑмӑр,
Ҫырла, чӗчӗк пухрӑмӑр.
Пурте харӑс, – Шарт! Шарт! алӑ çуп! –
алӑ çупса: Сӑвӑ калать Элеçук.
Ун пек шеп те калакан
Лагӗрӗпе пӗри çук.
(Сӑвӑ.)
– Хур! Хур! Кӑвайт хур!
Пирӗн ташӑ ӑсти пур.
Пӗрре çеç-и? – Вуннӑ та…
Вуннӑшӗ те пит маттур.
(Ташӑ.)
1-мӗш ушкӑн: – Хур! Хур! Кӑвайт хур!
Пул хастар эс, пионер!
Халӗ лайӑх канар-та
Хӗлле лайӑх вӗренер.
Пурте пӗрле, Тавах тӑван çӗршыва
хастаррӑн: Пире ырлӑх панӑшӑн!
Тавах тӑван партие
Тулӑх, савӑк пурнӑçшӑн!