Кĕтсе илекен пулсан аван çав!

Лисина Ева Николаевна

Улăх хĕррипе утнă чух мана акă мĕскер аса килчĕ: ача чухне мана «хăмла шалçи» тесе йĕкĕлтетчĕç. Ку ача чухне пулнă-ха. Кайран эп тата ÿснĕ вĕт-ха. Анкаратăр-и, мĕнле тăрнаккай эп! Кунти курăк вара манран та çÿллĕ!

Хулара асăрхаманни-курманни халь куçа тăрăнать. Пур-те — юнашар. Пурте куçа çиет, пуçа унталла та кунталла пăркалантарать, хăлхана вылянтарать. Акă хĕвелĕ, анăçалла самаях сулăннă пулин те, кăнтăрлахи пекех çутатать. Акă тÿпенелле пăрлатса хăпаракан тăри ушкăнĕ. Курăкĕ, курăкё вара — пурçăн шерепесем, пыл шăрши саракан хĕрлĕ-сен-кер-кĕрен-шурă пуçсем...

Кăштахран ялĕ те курăнса кайрĕ. Çÿллĕ йывăçĕсем йăмра иккен. Варкăш çил килет те, çулçăсем шăпăрр! тăваççĕ, симĕс йăмра вара кĕмĕл тĕслĕн çутала-çутала илет.

Ял хĕрринчи кил умне çитрĕм те тĕлĕннипе тăп чарăнса тăтăм. Хапха умĕнче çăлтăр хушка çамкаллă хĕрлĕ ĕне тăрать, ун тавра тем-тем тĕслĕ лёпĕш пĕлĕт пек çаврăнать, асамат кĕперĕ евĕр ункăланать. Эсир кун пеккине курнă пулĕ-ха, эпĕ вара пуçласа куратăп та çавăнпа ним калама та пĕлместĕп.

Ĕне мана саламлать:

Килех Улăхкассине! Ак сан çурту. Пурăн, ĕçле.

Аптăраса та тĕлĕнсе кайнипе эп тавах теме те ăнкараймарăм. Эпĕ тăна кĕнĕ çĕре ĕне таçтах çитнĕ: ав улăхпа пырать, патша пек васкамасăр, хуллен утать, ун умĕнче тĕрлĕ тĕслĕ пĕлĕт çаврăнать...