Кӑтра пӗлӗт

Николаева Людмила Петровна

Тӳпере хӗвел пӑхать,

Ман ҫине тумла тумлать.

Пуҫа ҫӗклеп ҫӳлелле:

Кам сирпӗтет – пӗлмелле.

 

Унта – шурӑ чӑмӑркка.

Чӑмӑркка мар вӑл – «така»!

Ҫивӗчскер, хитре, кӑтра,

Сиккелет ман пуҫ тавра:

 

«Эй, сар ҫӳҫлӗ ял ачи,

Чуптарар-и катаччи?

Иксӗмӗр пӗрле выляр,

Ҫиле майлӑ ӑмӑртар.

 

Малтан эп сана хӑвалӑп,

Кайран – эсӗ, эпӗ тарӑп...»

Килӗшрӗм ҫӗн тусӑмпа –

Чупрӑм такӑр сукмакпа.

 

Нумаях иртмерӗ вӑхӑт,

Хуса ҫитрӗ мана хӑвӑрт.

Ун тарас пулать – черет,

Шур «така» тапса сикет.

 

Ҫилӗ вӗрчӗ вӑйлӑрах,

Вирхӗнчӗ вӑл хытӑрах.

Ах!

 

Кӑтра пӗлӗт тарчӗ, тарчӗ.

Халь ӑҫта ӑна шырам?

Асӑнмалӑх ҫеҫ хӑварчӗ

Пысӑк йӑлтӑркка тумлам.