Кӑтра хĕвел ҫӑврӑнӑш

Карягина (Степанова) Марина Фёдоровна

Ӗнтĕркесе выртатчĕ Кӳлленчĕк ĕшне хĕрринче - курах кайрĕ: такам шӑтарасла пӑхать ун ҫине. Çӑлтӑр иккен. Çуталчĕ Кӳлленчĕкĕн сӑнĕ. Çак аслӑ тĕнчере ӑна, пĕчĕк кӳлле, асӑрханӑ Çӑлтӑр та пур! Калама ҫук инҫетре пулин те шыраса тупайнӑ-ҫке-ха вӑл ӑна!

Вĕсем сӑмахсӑрах пĕр-пĕрне ӑнланчĕҫ. Кӳлленчĕк хальччен пĕлмен те куҫран куҫа пӑхсан сассӑр та калаҫма пулнине.

- Шӑнтӑн-им, пĕчĕкскерĕм? - ачашшӑн ыйтрĕ унран Ѕӑлтӑр.

- С-си-вĕ... - терĕ те, Кӳлленчĕк пĕвĕ тӑрӑх вĕтĕ хумсем чĕтренсе чупса кайрĕҫ. - С-са-на куртӑм та ӑшӑннӑ пек пултӑм...

- Сулхӑнрах ҫав каҫсерен. Иртерех вӑраннӑ эсĕ хĕллехи ыйхӑран.

- Хĕвел вӑратса хӑварчĕ те... Хӑй яланах ҫĕр каҫма таҫта инҫете ҫӳрет...

- Хам ӑшӑтам-и сана?

- Хĕвел пулма пĕлместĕн пуль эс...

- Сана ҫӑлтӑр пек ӑшӑтап. Малтан канлĕн ҫывратса ярӑп, унтан чĕнтĕр пек чечен пӑрпа витĕп, кайран куҫ илми ыйхуна сыхласа тӑрӑп.

- Мĕнле тав тума пĕлем-ши сана, Ѕӑлтӑрӑм?

- Эсĕ кашни каҫ ман ҫинчен аса ил - ҫакӑ тав туни пулĕ.

Кӳлленчĕк лӑпкӑн ҫывӑрса кайрĕ. Ăшӑ тĕлĕк тĕлленчĕ ӑна. Вӑл хӑйне мамӑк утиял айĕнче телейлĕн мӑш-мӑш сывласа выртнӑ евĕр туйрĕ...

Ирхине вӑранса кайрĕ те тӳрех Ҫӑлтӑр ҫинчен аса илчĕ.

Çуккӑ вӑл! Тен, пӑр утиял витĕр ҫеҫ курӑнмасть? Ыйхӑллӑ куҫне сӑтӑркаларĕ те тĕмсĕлерех пӑхрĕ. Çук. Пӑрахса кайнӑ... Пулма пултараймасть! Кӳлленчĕк ӑшӑ тутипе ӑф-ӑф! тесе чĕлтĕркке пӑра ирĕлтерме хӑтланчĕ. Ҫакна Хĕвел асӑрхарĕ те:

- Вӑрантӑн-им? - терĕ ĕнерхи саспах.

Кӳлленчĕк чĕнмерĕ. «Мĕн калайӑн ĕнтĕ ҫакӑн пек пĕлĕшсене? - шутларĕ вӑл тертленсе. - Тус пулма пĕлмеҫҫĕ вĕсем. Пĕри кӑнтӑрла ӑшӑтать те каҫпа пӑрахса хӑварать, тепри ҫĕрле ырӑ кӑмӑллӑ курӑнать те кӑнтӑрла тӑнч ҫухалать...»

- Илтрĕм сан шухӑшна, - терĕ Хĕвел. – Каҫсерен каймах тивет ҫав, мана пур ҫĕрте те кĕтеҫҫĕ. Эпĕ ӑҫта ҫитетĕп, ҫавӑнта ҫĕнĕ кун пуҫланать.

- Ăнлантарса хӑвармарӑн та, шантӑм сана... Шантӑм...

- Чӑтма та хӑнӑхас пулать. Тӳсĕмлисем кӑна телей тутине пĕлеҫҫĕ, - терĕ те Хĕвел урӑххисем ҫине пӑхма кайре.

Сасартӑк юнашарах темле вĕтĕ чĕр чун пӑнкӑльт! сиксе тухнине курах кайрє Кӳлленчĕк. Хе, пĕтĕм кӳлепипе мар, симĕс сӑмсине кӑна кӑларчĕ-ха - асӑрханать апӑрша. Тамаша, сӑмсапа та пӑхма пулать иккен! Кӑсӑклансах кайрĕ Кӳлленчĕк. Усет тата хайхи! Чĕр чун мар иккен ку - темле курӑк.

- Курӑк, эсĕ мĕншĕн шӑтса тухрӑн кунта? - персе ячĕ Кӳлленчĕк тĕлĕнсе хытса кайнипе.

- Сана пĕччен кичем пуль терĕм, ешĕл куллипе чуна ҫемҫетсех ячĕ лешĕ.

- Вӑхӑтсӑр килтĕн эс, - мӑкӑртатрĕ Кӳлленчĕк. - Манӑн никампа та туслӑ пулассӑм килмест.

- Вӑхӑтсӑртарах килнине хам та сисрĕм-ха. Иртерех шӑтса тухрӑм. Халь тӳсес пулать ĕнтĕ. Тӳсĕмлисем анчах телей тути-масине пĕлеҫҫĕ... «Хĕвел шухăшне те пĕлет тата хӑй», - кӑмӑлсӑррӑн шухăшларĕ Кӳлленчĕк.

- Пĕр-пĕрне тӳссе пурӑнас пур мĕншĕн юнашар шӑтса ӳсес? - мӑкӑртатрĕ саспа.

- Такама кӳреннĕ пулас эсĕ, Кӳлленчĕк? – сисчĕвленчĕ Курӑк. - Чим-ха, мĕншĕн санӑн никампа та туслӑ пулас килмест вара?

- Туссем шанчӑксӑр-ҫке, вĕсем улталама пултараҫҫĕ... Малтан ҫепĕҫ сӑмахпа ӑшатаҫҫĕ те кайран ҫӑмӑллăнах сивĕлĕхе пӑрахса хӑвараҫҫĕ...

- Эпĕ сана пӑрахса хӑвармӑп. Ӗмĕрĕм тӑршшĕпе юнашар сана ачаш сӑмахсемпе вӑй парса тӑрăп.

- Ҫакӑн пек пĕчĕкскер-и? - ун ҫине ĕненмесĕр пӑхса илчĕ Кӳлленчĕк. Урӑх калаҫасшӑн та пулмарĕ.

Çуркунне хӑюлансах пычĕ. Хĕвел те кунсерен хĕрӳрех пӑхма пуҫларĕ. Пĕррехинче ӑнсӑртран тенĕ пек кӑна кӳрши ҫине пӑхса илчĕ ,те Кӳлленчĕк хӑйĕн куҫне хӑй ĕненмерĕ.

- Эсех-и ку? Мĕнле ӳссе чиперленсе кайнӑ! Паллама та ҫук сана: туну, ҫулҫусем...

- Тавах ырӑ сӑмахушӑн, - йӑл ҫиҫрĕ Курак. - Тӳпенелле пӑхатӑп та ӳсетĕп кунсерен ҫапла. Сивĕ чухнех шӑтса тухни усса пычĕ пулинех мана - чӑтӑмлӑхӑм пур...

Телей тутине пĕлесех килет-ҫке! Эпир ҫавӑншӑн ҫуралнӑ мар-и...

- Мĕнлерех ӑнланмалла-ши ӑна, телей тенине?

- Телей вӑл... Телей вӑл ыттисене савӑнӑҫ, хаваслӑх кӳрейни-тĕр.

- Ыттисем хĕпĕртенĕ чухне эсĕ кичеммĕн тӑни-и те¬лей?..

- Çук. Эсĕ те савӑнатӑн. Ыттисене савӑнтарайнӑшӑн чун-чĕрене килекен пысӑк савӑнӑҫ вӑл - телей. Вĕсен сӑнĕ яр ҫуталса каять те, вара санӑн та кулас, ӳсес, ешерес килет! Пурӑнас килет! Пирĕн, чĕррисен, пĕтĕм ĕҫ ҫакӑ-ҫке - пурӑнасси. Тавралӑха илем кӳрсе пурӑнасси.

- Апла телейлĕ пулма тӑрӑшмалла!

- Тĕрĕс. Телей тӑрӑшмасӑр килмест.

- Апла... Апла эсĕ маншӑн Хĕвелĕм пулан...

Пурӑнчĕҫ вĕсем ҫапла шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса. Йӑлтах пĕрле тӳсрĕҫ: ҫил-тӑвӑлне те, аҫа-ҫиҫĕмне те, шалкӑм ҫумӑрне те...

Пĕррехинче - уяр кун та мар, ӑмӑр кӑна ҫанталӑкра - тĕлĕнтермĕш пулса иртрĕ: Курӑк ҫеҫке ҫурчĕ! Чат Хĕвел сӑнлӑ ҫеҫке! Хĕвелĕм те Хĕвелĕм тесе чĕннĕрен пулчĕ-шим ҫапла? Пӑх-ха, сап-сарӑ, пĕчĕк кӑна кӑтра хĕвел! Симĕс туя ҫинче ҫулҫӑ сарса ӳссе ларнӑскер. Аптӑрасах ӳкрĕ Кӳлленчĕк.

- Хĕвел! Эсĕ мана хĕрхеннипе ҫума килсе шӑтса усрĕн-им? Мана шеллеме кирлĕ марччĕ. Халь кам ҫӳрет ĕнтĕ урӑххисем патне ҫĕнĕ кун пуҫлама - ҫакӑн ҫинчен шухӑшланӑ-и эс? - Ан кулян. Эпĕ Хĕвел мар. Тĕрĕс ятӑм – Хĕвел ҫаврӑнӑш. Сана телей кӳме шӑтса ӳсрĕм те - хĕвел сӑнлӑ ҫеҫке ҫуртӑм ак... Кӳлленчĕкĕн пырне йӳҫĕ чăмакка килсе капланчĕ. Темле йывӑрлӑхра та куҫҫуль кӑларманскер текех тӳсеймерĕ, йĕрсе ячĕ. - Эсĕ... - чӑн-чӑн тус!.. Эсĕ мана самантлӑха та пӑрахса хӑвармарӑн. Ман савӑнӑҫӑмпа савӑнтӑн, эпĕ мĕн чӑтнине пєрле тӳсрĕн, - хӑпартланса калаҫрĕ те калаҫрĕ Кӳлленчĕк. - Эсĕ вара ман тымарсене сĕтек парса тӑтӑн. Йывӑр чухне типсе хӑрма памарӑн. Сӑмахусем маншӑн сипетлĕ пулчĕҫ. Пурнӑҫран мĕн кĕтрĕн - ҫавна кĕтсе илтĕн те, телейĕм... - Телейĕм?.. Ытарайми Хĕвелĕм! Кӑтра Хĕвел ҫаврӑнӑшӑм! Эпĕ ӑнлантӑм: телей вӑл - юнашар чӑн-чӑн тус пурри! Ҫумри тусу саншӑн хĕвел пулса тӑни!