Кăтра кăмпа

Гордеева Светлана Денисовна

Акă кăмпи, кăтра кăмпа,

Паян туслашăн эс кампа?

Тин çеç çуралнăскер, тĕпренчĕк,

Мĕн-ма ват çын пек пĕркеленчĕк?

Анчах та çуркунне çитсен

Малта мĕнпур кăмпасенчен.

Юр ирĕлсен, çĕр хуралсан

Салтак пек хуралта тăран.

Кĕçех ак акана тухатпăр,

Унччен ака кăмпи пухатпăр.