КĂТКĂС ЫЙТУ

Ара Мишши (Краснов Михаил Николаевич)

Пĕринче акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ Макçăмсен класне пулас професси пирки сочинени çырма киле ĕç панăччĕ. Малтанах ку ыйту питех шухăшлаттармарĕ-ха арçын ачана. Вăл хăвăрт кăна кĕске сочинени шăрçалнăччĕ. Унта хăй офицер пулма шухăшланине пĕлтернĕччĕ. Анчах хăш çарта хĕсметре тăрасси пирки шарламанччĕ. Арçын ачасем чылай чухне летчик, моряк е пограничник пулма ĕмĕтленеççĕ. Макçăм вăрах шухăшласа тăмарĕ, вăхăтра çырса парса лайăх паллă илес терĕ.

Кăçал яш каллех пулас професси пирки шухăша путрĕ. Офицер пулĕ-и унтан? Вĕсен йăхĕнчен пĕр çар çынни те тухман-çке. Ашшĕ икĕ çул салтакра пулнă ĕнтĕ, килне кĕçĕн сержант званийĕпе таврăннă. Тепĕр чухне, кӳршĕ-аршă пуçтарăнсан, служба мĕнле иртни çинчен каласа пама юрататчĕ вара. Салтакра пулнă арçын яланах сумра çав. Пĕлĕшĕсемпе тăванĕсем кăсăклансах итлетчĕç. Макçăм та хăлха тăратсах тăнлатчĕ. Çул çитсен, паллах, вăл та çар ретне тăрĕ. Каччă йывăрлăхсенчен хăрамасть-ха, пĕчĕкрен хăнăхнă вĕсене. Виççĕмĕш класран пуçласа çуллахи каникулта кашнинчех колхозра ĕçленĕ. Тус-тантăшпа пĕрле утă пуçтарнă, хăмла татнă, çĕр улми кăларнă.

Ялта ĕç нумай, пĕрре те пушă лараймастăн. Ир пуçласа каçчен е уй-хирте, е кил-тĕрĕшре тем тĕрлĕ ĕç те тупăнать. Ан ӳркен çеç. Аслисем хушасса кĕтсе тăмасть Макçăм. Ĕç тĕлне алли хăех пырать унăн, е пахчара йăран чавать, е çĕр улми анине хусăклать, е пуртă-мăлатук тытса кил картине юсать…

Саккăрмĕш класс хыççăн Макçăм ашшĕн «Беларусь» тракторĕпе çӳреме вĕренчĕ те ял хуçалăх ĕçне пуçĕпех кӳлĕнчĕ. Ашшĕ ывăлĕшĕн савăнса пĕтереймест, килтисем вара ăна пысăк çын вырăннех хума пуçларĕç. Макçăмăн пĕр ырă йăла пур, ĕçе пуçличчен малтан ларса тĕплĕн шухăшлать, хăй ăсĕпе каллĕ-маллĕ виçет, тепĕр чухне хут çине çырсах план тăвать, юлашкинчен вара амăшĕпе канашлать. Ырă чунлăскер ăна яланах тĕрĕс сĕнӳ парать. Ывăлĕшĕн унăн сăмахĕ − чи хакли те пĕлтерĕшли.

Шкул пĕтересси те инçе мар ĕнтĕ. Макçăм хăйĕн умĕнчи кăткăс ыйтăва çаплах татса параймасть-ха. Пĕрре мар шухăшланă вăл ун пирки, пĕрре мар пуç ватнă, анчах хăйне валли татăклă хурав тупаймарĕ-ха. Апла та виçсе пăхрĕ, капла та − пĕртен-пĕр çул-йĕр палăртаймарĕ. Тем тытса чарчĕ ăна, тем тăхтама хушрĕ.

Ялта ӳснĕ каччăн, паллах, хăйĕн пурнăçне ялпах çыхăнтарас килет. Ĕçрен хăрамасть вăл. Эппин, кунта хăй валли шăл çемми ĕç тупатех. Кун пирки иккĕленмелли çук. Çавăн пекех Макçăм − тĕпкĕч, авалхи йăлапа килте тĕпе юлаканни-çке. Çемье вучахне сӳнтермелле мар унăн. Унсăр пуçне ку çуртра аппăшĕпе йăмăкĕ çитĕнеççĕ вĕт-ха. Вĕсемшĕн те яваплă туять хăйне арçын ача. Çамрăк пулин те йăлт ăнланать.

Тулĕк тăван киле, çемьене тытса тăма ăçтан укçа-тенкĕ çитермелле? Вĕсен тăван ялĕнче «çăкăрлă» ĕç сахал çав. Çавăнпа та ял çыннисем укçа ĕçлесе илес тĕллевпе аякка çӳреççĕ. Шупашкарта та ĕç тупма çăмăл мар. Хастартараххисем, хăюллăраххисем çурçĕрелле, Çĕпĕрелле, тухса каяççĕ. Ытларахăшĕ - Тюмень облаçне. Вĕсенчен чылайăшĕ нухратне илсе килет-ха, анчах алăра тытма пĕлмест, икĕ-виçĕ эрнерех усăсăр тăккаласа пĕтерет. Унтан çак мĕскĕнсем каллех инçе çула тухаççĕ. Тепĕр чухне вăрăм укçа шыраса кайнисенчен хăшĕ-пĕри, шел те, пач хыпарсăр çухалать. «Пуйма кайнă, вилсе килнĕ», − тесе ахальтен каламан çав ваттисем.

Макçăма кунашкал ĕç-пуç пачах та килĕшмест. Пурнăç йĕрки арканать ун пек тесе шухăшлать. Вăл лăпкă та телейлĕ çемьере çитĕннĕ, тăван ялне юратать, выльăх-чĕрлĕхе кăмăллать, хуçалăх техникипе аппаланма килĕштерет. Тин çеç çулнă курăк шăршине, тулли пучахлă хире, анчахрах сунă ăшă сĕте кăмăллать.

Килти мунчара рехетленни мĕне тăрать тата!.. Вĕри чул çине шыв сапатăн та çан-çурăм каниччен хурăн милĕкĕпе çапăнатăн. Еплерех ырлăх! Унтан пахчана чупса тухатăн та сивĕ юр ăшне паш! кĕрсе ӳкетĕн. Эх!.. Ун пек çăтмах ăçта пур-ши тата?..

Ирхине автан сассипе ял вăранать. Ку-ка-ре-ку! Малтан пĕри сас парать, ун хыççăн ыттисем авăтма пуçлаççĕ. Хресчене вăраткăч кирлĕ мар. Каç кӳлĕм вара кĕтӳрен таврăнакан ĕнесем муклатса пырса кĕреççĕ яла. Чуна епле çывăх çак сассем... Ял илемĕн кĕвви чи паха симфонирен те хаклăрах пек туйăнать Макçăма.

Яш тăван çĕр çинчех пурăнасшăн. Хăйне кăмăла каякан ĕçне те тупĕ. Анчах мĕнле професси суйлĕ вăл? Хальлĕхе хăй те пĕлмест-ха куна. Вăхăчĕ шухăшламалăх пур-ха. Вăл та хăвăртах иртсе кайĕ, сиссе те юлаймăн, умра − экзаменсем. Тĕрĕслеве халех хатĕрленме пуçларĕ Макçăм, алăран кĕнеке ямасть.

Виçĕ çул каялла акăлчан чĕлхи учителĕ хушнипе çырнă сочинение Макçăм çĕнĕрен çырĕ. Çук, вĕрентекен валли мар, хăйне валли. Малтан тĕплĕ шухăшлĕ, пуç тавра çавăрттарĕ, çиччĕ мар, çитмĕл çичĕ хут та виçĕ... Тăван ял илемне ытараймасăр кунтах юлĕ-и, атте-анне килĕн тĕпкĕчĕ пулĕ-и е хулара хăйне тивĕçлĕ ĕç тупса тымар ярĕ... Шухăшлать-ха яш, шухăшлать, пурнăçăн тĕрĕс çулне шырать.