Кăткă

Николаева Людмила Петровна
  

Кунĕпех хыпаланать,

Тем йăтать, васкать, шырать,

Савалать, шаккать, туптать –

Çурт-йĕр хăвăрт çавăрать.

Эх, хастар вăл, эх, ĕçчен,

Тăрмашать вăл темĕнччен.

Анчах кĕçех каç пулать,

Кăткăн куçĕ хупăнать.