КӖТЕРУК
Давыдов-Анатри Василий Иванович
Чăн та чипер-чиперук
Пирĕн пĕчĕк Кĕтерук.
Каять колхоз фермине
Пулăшмашкăн аннене.
Ферма тулли пăрусем:
Хăмăррисем
Улисем,
Чăлтăр хушка пуçлисем –
Кĕтерукăн тусĕсем.
Пирĕн йăмăк вĕсене
Сĕт ĕçтерет,
Ачашлать,
Кашни кунах ирхине
Уçăлтарма кăларать.