КĔТЕРУК

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Чăн та чипер чиперук
Пирĕн пĕчĕк Кĕтерук
Каять колхоз фермине
Пулăшмашкăн аннене.

Ферма тулли пăрусем:
Хăмăррисем,
Улисем,
Чăлтăр! хушка пуçлисем –
Кĕтерукăн тусĕсем.

Пирĕн йăмăк вĕсене
Сĕт ĕçтерет,
Ачашлать,
Кашни кунах ирхине
Уçăлтарма кăларать.