Кĕтерук

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Чăн та чипер-чиперук
Пирĕн пĕчĕк Кĕтерук.
Каять ĕне фермине
Пулăшмашкăн аннене.

Ферма туллии пăрусем:
Хăмăррисем
Улисем,
Чăлтăр хушка пуçлисем &ndash
Кĕтерукăн тусĕсем.

Пирĕн йăмăк вĕсене
Сĕт ĕçтерет,
Ачашлать,
Кашни кунах ирхине
Уçăлтарма кăларать.