Кĕтерипе Валери

Азамат Светлана Васильевна

– Лупашкаллă çарана

Чечек татса çӳреме,

Кайăк юрри итлеме

Атя пĕрле, Кĕтери...

– Аюк, пымас, Валери,

Эп хăратăп çав тери.

«Тĕкĕлтура мăнтăр, хăмăр,

Хулăн саспа нăрлатать,

Асăрханса çӳремесен

Çыртса илме пултарать.

 

Вěлле хурчĕ çутă сарă,

Çинçерех саспа юрлать,

Пыл пуçтарма кансěрлесен

Сăхса илме пултарать», –

Терĕ мана куками,

Эп хăратăп çав тери.

 

– Эп сана алран тытам-и,

Çавăтса илсе каям-и?

Асăрханса çӳресен

Тивес çук пире вĕсем.