Кĕтӳ ачи

Чулгась Кузьма Афанасьевич


    

КĔТӲ АЧИ

 

Калав сыпăкĕ

 

Эпĕ çиччĕ тултарса саккăра пусрăм. Пĕрре атте пухуран таврăнчĕ çеç, эпир, вăл килессе кĕтсе ывăннăскерсем, самантрах сĕтел хушшине кĕрсе лартăмăр, кашниех хамăр кашăксене ярса тытрăмăр. Уляна ятлă йăмăкăм кашăкне çăвара хыпрĕ те савăнсах кайрĕ, пĕчĕк аллипе сĕтел çине çапма пуçларĕ. Аллине çĕкленĕ май унăн ури те çĕкленет, сĕтел сунтăхне ҫитсе çапăнать. Сунтăх пушах-мĕн. Вăл хăлтăркка сасă кăларать. Çак сасă урамра ял хуралçи шакăртаттарнă сасă пек туйăнать.

Уляна, уруна ан сулла, анне вилет, – терĕ аппа.

Анне вилесрен хăраса-и, Уляна чарăнчĕ.

Пĕрмесĕр çĕлетнĕ сăхманне атте вырăн çине пăрахрĕ те пиçиххи çумне хĕстернĕ табак енчĕкне тытса пăхрĕ, çул çине ӳксе юлман-ши терĕ пуль. Унтан вăл, чĕлĕмне чӳрече тăррине хурса, апат çиме васкамасăр ларчĕ.

Каçхи апат кăнтăрларан юлнă шӳрпе юлашки пулчĕ. Вăл тăранма та çитмерĕ. Эпир вара çинĕ-çименех сĕтел хушшинчен тухрăмăр, шӳрпи тăварлă пулнипе шыв ĕçрĕмĕр. пурте малтанхи вырăнсенех вырнаçрăмăр.

Эпĕ, хам юратнă кĕнекене илсе, кăмака çине хăпартăм, мунчара çутакан «шăши куç» лампăна çутрăм. Кашăк-тирĕксене пуçтарсан, ман пата аннепе Уляна хăпарчĕç, эпĕ «Палюк мучи çарăк лартни çинчен» халап вулама тытăнтăм. Вĕсем мана тимлесех итлеççĕ.

Атте чĕлĕмне илчĕ, ăка чĕртсе, путмар сакки çине ларчĕ. Сулхăн пӳртре табак тĕтĕмĕ, кăвак сенкер çĕрĕсем пек пулса, ункăн-ункăн ярăнса çӳрет. Çав ункăсем маччана лексекех татăлаççĕ, .чĕрĕ ăман пек явкаланса илеççĕ. Атте куçĕ тĕтĕм çинчен ниçталла та сикмеет. Вăл тарăн шухăша путрĕ курăнать.

Мĕн çăмăлпа пулчĕ пуху? – кĕтмен çĕртен ыйтрĕ анне.

Мĕн çăмăлли... Çурхи куланай çинчен пĕлтерчĕç тата кĕтӳçĕ тытрăмăр...

Атте такамран сыхланнă пек, шикленнĕ пек ерипен çеç калаçать. Чĕлĕмне вăл çăвар туллин ĕмсе илет те, çăра та кăвак тĕтĕм вĕрсе кăларать. Тĕтĕм çаплах маччаналла ункăланса хăпарать, пӳрт талккăшĕпе сарăлать.

Атте, табак тĕтĕмĕ çине пĕр хускалмасăр пăхаканскер, халь-халь темле хыпар пĕлтерессĕн туйăнать. Эпĕ унăн чакăр куçне сăнатăп: ун çинче лампă çути курăнать, куççуль шăрçаланса анать темелле.

Атте аллă тăхăр çулта. Анчах унăн сăнĕ çитмĕл çулти çыннăнни пекех курăнать. Çӳçĕ кăвакарнă, пуç тӳпи çаралнă, кукшаланса юлнă, пит çăмартийĕсем пĕркеленсе куштăрканă. Вăл вăрăм пӳллĕ старик. Сайра сухалĕ çеç унăн сăнне кăштах илем кĕртет. Çак сухал пулмасан, атте тупăкри виле пек курăнатчĕ-и, тен. Çитменне, тата вăл асат хуçнă евĕр кукăр: çурăмĕнче курпун мăкăрăлса тăрать, такана тĕпĕ пекех туйăнать. Хул калакĕсем хытканланнă, шалпар кĕпе витĕр янках палăраççĕ, вĕсем çăпата тунă чухне çеç каллĕ-маллĕ хускалаççĕ.

Атте чĕлĕмне иккĕмĕш хут чĕртрĕ, уткаласа çӳрерĕ те каллех путмар сакки çине пырса ларчĕ. Чĕлĕмне çăвар тулли ĕмсе илнĕ чухне унăн пит çăмартийĕсем шалалла туртăнса кĕреççĕ, пĕрле çыпçăнса ларнă пек пулаççĕ. Эпĕ аттене куç сиктермесĕр сăнаса выртатăп.

Хветӳç, – терĕ вăл аннене. – Пĕлетĕн пулĕ Тухалĕнчи Шереппи тутара?

Ара, çав кĕтӳçĕ тутарне-и? – ыйтрĕ анне.

Çавна ара... Паян шăпах çавна кĕтӳçе тытрăмăр та ĕнтĕ. Касуран вун пилĕкшер кĕрепенкке тырă та пĕрер пăтавкка çĕр улми пама пултăмăр. Кусар Матви кĕресшĕнччĕ те, анчах халăх яхăнне те ямарĕ...

Атте чĕлĕмĕнчи кĕлне шаккаса кăларчĕ, чĕлĕмне чӳрече тăррине хучĕ те табак енчĕкне сентре аяккинчи çекĕлтен çакса ячĕ. Хăй çара сак çинех тăсăлса выртрĕ.

Пĕрне те пулин пирĕн те ямаллаччĕ... Мĕскер усси пур вĕсенчен, – терĕ анне.

Куçмине ярас терĕм ĕнтĕ. Пилĕк пăт ыраш, пилĕк пăтавкка çĕр улми, икĕ кĕрепенкке çăм пама килĕшрĕ Шереппи...

Çакна илтсен, манăн алăри кĕнеке шап! çеç лаххана ӳкрĕ. Çумра ларакан анне ман еннелле пăхса шанк! хытрĕ. Çутăлтарса илет тесе шутларăм. Анне пĕр сăмах та чĕнмерĕ. Вăл, кăмака çинчен анса, вырăн сарчĕ те, эпир Хветĕрпе иккĕн кăмака хыçне, çăка хуппи сарнă хăмасем çине, выртрăмăр. Анне, лампă сӳнтерсен, каллех йăмăксем патне, кăмака çине, хăпарса кайрĕ.

Пӳртре çуркунне шăрши. Пирĕн сак айĕнче шăрчăк вĕçĕмсĕр чĕриклетет. Малти вар шырланĕнче карласа юхакан çурхи шыв сасси чӳречерен шăппăн-шăппăн илтĕнет. Çак икĕ сасса итлесе эпĕ ееç çывăраймастăп, месерле выртса, куç сиктермесĕр мачча çинелле пăхатăп – мачча курăнмастъ.

Кĕçех ман çине таракансем татăлса анаççĕ. Пит çине ӳксен вĕсем пĕр хушă ĕнтĕркенĕ пек пулса тăп! чарăнса тăраççĕ, кайран таçта кайса çухалаççĕ. Хăшне-пĕрне эпĕ алăпа сăтăрса пăрахатăп, хам çаплах çывăрса каяймастăп, çаплах мачча çинелле тĕлĕнсе пăхатăп, темле аса илӳсемпе сĕмленме тытăнатăп.

Манăн Карачăм ятлă тусăм пурччĕ. Вăл питĕ пăравур ачаччĕ, кӳршĕсем ăна «эсрел кăвапи» тесе чĕнетчĕç. Вăл ят ахальтен тухса кайман, Пĕрре, çимĕк каçхине, эпир унпа ялти яш-кĕрĕмсен вăййине тухрăмăр. Çур çĕр иртсен, çырмаран тĕтре улăхма пуçласан, яшкĕрĕмсен вăййи те ту çине хăпарма тапранчĕ. Ялти каччăсем Киремет кĕперĕ урлă каçас чух пĕр-пĕринпе тавлашма пуçларĕç.

Çак мунчана никам та кĕреймест. Кам та пулсан кĕрсен, халех пĕр тенкĕ укçа кăларса паратăп, – тесе çуйăхать пĕри.

Виçĕ тенкĕ парсан кĕретĕп, – тет тепри,

Виçĕ тенкĕпе хам та кĕретĕп, – тавăрать малтанхи.

Çак хушăрах тата теприсем урăх калаçăва ĕнкертнĕ:

Кĕçех мăшăрланăпăр, пирĕн те çакăн пек ачасем пулĕç, – тет каччă хăйĕн хĕрне.

Кун пек çара пакартасем пулас-тăк, сана нихçан та качча тухмастăп. Ман ывăлăн карттусĕ çинче митал йăлтăртатса тăтăр, – шӳтлет хĕрĕ.

Каччăсем мунчана кĕрес пирки çаплах тавлашаççĕ. Карачăм вĕсем патне чупса пычĕ те кĕтмен çĕртен çапла хушса хучĕ:

Пиччесем, эпĕ аллă пус парсан та кĕретĕп. Кĕретĕп çеç мар, лапки çине хăпарса ларсах юрласа кăтартатăп.

Карачăм кĕпер çинче тринк-транк сиккелесе илчĕ.

Тавлашакан каччă укçа пама килĕшрĕ.

Кĕретĕп, эпĕ юрланине çакăнтах итлесе тăрăр, -– терĕ те Карачăм самантрах Киремет хурамисем хыçĕнче çухалчĕ.

Çырмари çĕр мунча питĕ лапчăк та хăрушăскерччĕ, унта иййе чĕпписен асламăшĕ пурăнать, тесе хăрăтатчĕç ачасене.

Ахалех ятăн, Христук. Чăнах та вăл-ку пулма пултарсан, пĕтетпĕр вĕт, – тет хут купăс çакнă каччă.

Анчах нумай та иртмерĕ вăхăт – мунчаран юрлани, пăртак тăрсан ташлани илтĕнсе кайрă. Çакăн хыççăн Карачăма «эсрел кăвапи» теме тытăнчĕç.

Ама çури амăшĕ Карачăма кулленех хĕнетчĕ. Ашшĕ те ачисене çаптарма тĕпелте чĕн саламат усратчĕ. Ама çури амăшĕ хĕненĕ çĕртен тухса таракан Карачăма ашшĕ тытса тепĕр хут ислетсе илетчĕ. Вĕçерĕнсен те, хыçалтан хăваласа, тем те пĕр каласа ылханатчĕç.

Ы-ых, эсрел кăвапи! Кăпшанкă мар эс, кăпшанкă пулсанах эп сана таптаса лапчăтнă пулăттăм, – тесе ахăрашатчĕ ама çури амăшĕ. Кайран вăл лач! суратчĕ те картишне кĕрсен те нумайччен ятлаçатчĕ.

Килте хытă хĕненĕ хыççăн Карачăм ялсенче ыйткаласа çӳретчĕ, Мартын мучи арманĕнче типĕтнĕ ыраш çисе пурăнатчĕ. Вăл тĕлĕнмелле ачаччĕ: темле хытă хĕнесен те, макăрмастчĕ.

Эпе ӳссе çитсен паттăр çын пулатăп, тетчĕ Карачăм.

Вăл, чăн та, паттăр ачаччĕ. Вăрманти чăнкă варсенче çӳретчĕ, темĕн пысăкăш чулсем айĕнчи хăрушă шăтăксене кĕрсе тухатчĕ, кашкăр е упа çурисем шыратчĕ. Карачăм ĕлĕкавал темĕнле пуян хуçа вăрманта пытарса хăварнă пĕр михĕ ылтăна шыраса тупма ĕмĕтленетчĕ. Çав ылтăна вăл, тупсассăн, чухăнсене валеçсе пама шутлатчĕ.

Анчах вăл ӳссе çитеймерĕ, ылтăн та тупаймарĕ. Пĕрре эпир, ача-пăчасем, çырмана пулă тытма кайрăмăр, каялла килнĕ чух Киремет çырмине кĕтĕмĕр. Киремет хурамисем тăрринче хура кураксем шавлатчĕç. Унтах пĕр ватă йăмра ларатчĕ, унăн тăрринче лапсăркка туратсем пăртакçă пурччĕ. Карачăм çав йăмра патне пычĕ те:

Кам çав йăвасенчи çăмартасене илме пултарать? – терĕ, йăмра тăрринелле тинкерсе.

Эпир хăпарма пултараймастпăр, çавăнпа пĕри те килĕшмерĕмĕр.

Акă, эпĕ пултаратăп, пăхса тăрăр кăна, – терĕ те вăл, икĕ ури тупанне сурса йĕпетрĕ, йăмран хăрăк турачĕсенчен тыткаласа, кушак пек хăвăрт хăпарса кайрĕ. Курак йăвисем патнех çитрĕ, пĕр йăвине хускатма пуçларĕ.

О, пăхăр, шĕшлĕсем! – кăшкăрчĕ Карачăм, йăвари çăмартасене иле-иле кăтартса.

Анчах çав вăхăтрах йăва хускалчĕ, шатăрт! тунă сасă илтĕнчĕ те, Карачăм çĕре персе анчĕ. Унăн пӳрнисем хушшинчен çăмарта сарри юхса тухрĕ. Эпир хăранипе пĕтĕм вăй çитнĕ таран хамăр касалла чупрăмăр.<…>