Кўршĕсем

Сарине Лидия Михайловна

– Кишĕр! Кишĕр! Куçна уç,–

Терĕ ирех çарăк тус. –

Кил-ха кунта çывăхрах,

Илтĕн хыпар туххăмрах!

 

– Кала мĕн калассине, –

Кўрши парать сассине. –

Ача тутлăн çывăрать,

Эп кайсанах вăранать.

 

– Итле, кума, каçхине

Ăшă çумăр çумалла.

Унччен мĕн пур пиçене

Кăкласа ывăтмалла!

 

Ара, хурт-кăпшанкисем

Вĕçĕм кунта килеççĕ,

Йĕплĕ, çўллĕ пиçенсем

Сĕткенсене ĕмеççĕ.

 

– Ытти-хытти тарам-ха! –

Кишĕр чунтан хĕпĕртет. –

Ай çумăрĕ çутăр-ха,

Пĕтĕм шăм-шак кĕçĕтет!