КĔРКУННЕ

Иванов Константин Васильевич

Шăнтать ĕнтĕ кунсерен,

Çитрĕ ĕнтĕ кĕркунне.

Вĕçен кайăк сассинчен

Хуйхă кĕрет чĕрене.



Карти-карти кайăксем

Вĕçет тинĕс леш енне.

Тăхăннă, ав, йывăçсем

Пурте сарă тумтирне.



Хĕвел пăхать сайрарах,

Шăрши пĕтнĕ чечексен.

Йĕрсе ярĕ ак часах

Кĕркунне те вăрансан.