Кĕрхи çумăр

Галкин Александр Алексеевич
Ҫумӑр, çумӑр пӗрӗхет,
Пылчӑк çеç тулта.
Сивӗ çил хуллен йӗрет
Тӗксӗм вӑрманта.

Ҫук никам та улӑхра,
Хир те пуш-пушах:
Кӗнӗ пуçтарса уйран
Тырпула йӑлтах.

Хурӑн çеç ял хӗрринче
Йӗп-йӗпе ларать.
Ҫӗлӗк те çук пуçӗнче –
Пурпӑр вӑл чӑтать.