Кĕрхи ӳкерчĕк

Кадкин Лев Кириллович

Унпа танлашĕ хăш ӳнерçĕ?
Ун пек ăсталăх камăн пур?
Тавралăх симĕсчĕ ĕнер çеç,
Паян вăл урăх – пăх та кур.
Тумне капăрлатать тем тĕрлĕ,
Пуян кĕр кунĕ сăрăран:
Шупка та сарă, хăмăр, хĕрлĕ…
Ӑçтан пурне те асăнан.
Çапах чуна салхулăх тулчĕ:
Çаралĕ хурăн, вĕрене…
Çутатн пăхăр евĕр çулçă
Ӳкет, ӳкет ура айне.