Кĕр парни

Николаева Людмила Петровна

Çитрӗ, çитрӗ ылтӑн кӗр –
Тарават та пуян хӗр.
Уçрӗ эреш арчине,
Парнелерӗ пурлӑхне.

Хӑмӑр кӗпе – юмана,
Хӗрлӗ шӑрçа – палана,
Çыхрӗç сарӑ тутӑрсем
Пике евӗр хурӑнсем.

Упа валли – пыл катки,
Чӗрӗп валли – уплюнкки,
Тулли мӑйӑр – пакшана,
Тусӑм, ан ӳркен кӑна!

Хир сысни суйлать йӗкел,
Харатаймӗ ăна хӗл.
Шăши пухать тул пěрчи.
Тулăх, аслă кӗр арчи.

Савӑнса ӗҫлет чӗрчун,
Ылтӑн кӗрӗн – уяр кун!

 

 

    -