Кĕр кунĕ

Детство на гору спешит

Кадкин Лев Кириллович


Иртенпех çанталăк ăмăр,
Майĕпен пуçланчĕ çумăр.
Çерука та, Петюка та
Йĕпетет вăл – такама та.
Сад йĕпе – улма татаймăн,
Сак йĕпе – ларса канаймăн,
Йĕп-йĕпех сарай, вите…
Çумăрăн çук вĕçĕ те.
Шупăрне йĕпетнĕ хурăн –
Макăрма сăлтавĕ пур ун,
Хурăн çеç сасси хавас,
Тумĕ шыв ямасть пулас.
Шăпăр-шăпăр! Шăпăр-шăпăр!
Пӳрт тăрри унта ан шăттăр.
Кĕркуннен йăли çапла –
Вĕçĕмех йĕпе-сапа.