Ҫӑкӑр

Детство на гору спешит

Кадкин Лев Кириллович


Пиçет ыраш, тулать пучах.
Хула çакна сисмест пачах.
Мĕн хак вăл çăкăр та сĕт-çу –
Укçапала виçме май çук.
Ялта пулса курсан туян:
Епле вăл çĕр анне пуян.
Анчах кулач тытма алла
Ĕçлес пулать тарла-тарла.