КĔНЕКЕ УЯВĔ

Сарби Раиса Васильевна

Кӗнеке эрни хӗвеллӗн

Килсе ҫитрӗ уявла.

Капӑр тумлӑн, ҫут хевтеллӗн

Вӑл ҫӗклет чунри хала.

 

Кӗнеке – тус пит хастаррӑн

Ǎс парать пире ялан

Малалла чӗнет патваррӑн,

Тунсӑх мар унпа нихҫан.

 

Юмахсем ярать аваллӑн,

Хутшӑнма унпа – кӗтрет!

Парнелет пире хаваллӑн

Туслӑх, юрату, тивлет.

 

Кӗнеке-туса вулатпӑр,

Юратса чун-чӗререн.

Варласран хуплаш тӑватпар,

Ĕмӗр пултӑр тӗнчере.